Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх

 

11451Ватӑран куличчен йытӑран кул.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11452Ватӑсем хушшинче нумай ан сӑмахла.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11453Ватлӑх ват тути калать.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11454Ватлӑх кӑмӑл хыҫҫӑн ҫӳремест теҫҫӗ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11455Ватлӑх килет — ырлӑх пӗтет.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11456Ватлӑх куршанак пек: систермесӗр ҫулӑхать.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11457Ватлӑх ҫитсен иккӗмӗш юрату пуҫланать.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11458Ватлӑх ҫитсен хура ҫӳҫе те пас тытать.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11459Ватлӑх ҫитсен ясарлӑх та кимӗлет.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11460Ватлӑх хӑйӗннех тӑвать вӑл.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11461Ватлӑхра мӑйӑр катса савӑнаймӑн.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11462Ватлӑхра ырӑ кинтен ырри ним те ҫук.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11331Ватсупнӑ аптрал тупнӑ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11332Ватсупнӑ ҫын ӑсран та супать, тӑнран та супать.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11463Ватта итленӗ — пурӑнма пӗлнӗ, итлеменни урине тӑснӑ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11464Ватта курсан — ватӑ тесе хисеплӗр; арӑма курсан — инке тейӗр; хӗре курсан — хӗрсем тесе чӗнӗр.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11465Ватта курсан ҫӗлӗк ил.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11466Ватта пуҫҫапмасан пуҫ пулмасть.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11467Ватта сума сӑвакан — хӑй те ватӑ пулакан, ватта хурлӑх тӑвакан — хӑй те хурлӑхлӑ пулакан.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11468Ватта сума сӑвакан — хӑй те сумлӑ пулакан.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11469Ватта сума сӑвакан хӑй те ватӑ пулнӑ, ватта хурлӑх тӑвакан хӑй те хурлӑх курнӑ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11470Ватта ҫапсан алӑ хӑрать.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11471Ватта туя кирлӗ, пӗчӗкҫӗ ачана сӑпка кирлӗ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11472Ватта хывман — хавал туман.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11473Ватта ырра хур.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11474Ватти ӑс памасӑр ӗҫ ӑнмасть.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11475Ватти ӑспа пулӑштӑр, ҫамрӑк вӑйпа пулӑштӑр.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11476Ватти ватӑрах пултӑр, ҫамрӑкки ҫамрӑкрах пултӑр.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11477Ватти каланине итлес пулать теҫҫӗ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11478Ватти пӗлсе сӗмленет.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11479Ватти пултӑр ватӑ пек, яшши пултӑр яшӑ пек.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11480Ватти ҫук — латти ҫук.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11481Ватти умӗнче пуҫа асла хумаҫҫӗ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11482Ватти хушнине итлес пулать.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11483Ваттине вӗрентиччен ху унтан вӗрен теҫҫӗ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11484Ваттине канлӗх кирлӗ, ҫамрӑка вӑйӑ кирлӗ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11485Ваттинчен мар, пурнӑҫ курнинчен ыйтса пӗл.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11486Ваттипе ҫамрӑкки пӗр пек.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11489Ваттисем калани — тӗрек те, тӗрев те.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11488Ваттисем калани вырӑнлӑ, патша калани юрӑхлӑ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11487Ваттисем калани вырӑнлӑ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11490Ваттисем калаҫнӑ чух пуҫна чиксе итлесе лар, эпӗ пӗлетӗп тесе малтан кӑшкӑрса ан тӑр.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11491Ваттисен ватӑ йӑли, ҫамрӑксен ҫамрӑк йӑли.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11492Ваттисен сӑмахӗнче ват нумай.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11493Ваттисен сӑмахӗнчен тухакан ырӑ курман.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11494Ваттисен сӑмахӗсене итлемесен пуҫне ҫухатать теҫҫӗ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11495Ваттисен сӑмахне ҫӗлӗке пуҫ айне хурса итлеме каланӑ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11496Ваттисене асӑнман ҫынна хавал тухман тет.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11497Ваттисене хисеплес пулать.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11498Ваттисене юратманни вӗттисене те юратмасть.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх